08 апреля 2016 г.
«Çăлкуç» ача садĕнче Чăваш чĕлхи кунне хатĕрленеççĕ. Залра илемлĕ те уçă сасă илтĕнет. Чăвашла юрлакан хĕрачана темĕнччен итлесе тăма хатĕр. Чĕрĕ сасăпа хитре юрлакан хĕрачана Элĕкри культура çуртĕнче иртекен концертсенче тата конкурссенче темиçе те курнă-ха. Паян вара унăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма май килчĕ.
Юрлать кăна мар, ташлать те, сăвăсем те илемлĕ вулать. «Знайки» ушкăна çÿрекен Ева пысăк сцена çине тухса хăйĕн пултарулăхĕпе районта кăна мар, республика шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Ячĕ те илемлĕ унăн, «чĕрĕ», «пурнăç парнелекен» тесе куçарăнать.
Ева ултă çулта çеç-ха. Апла пулин те сценăпа тахçанах туслашнă. Çакăнта унăн амăшĕн, «Çăлкуç» ача садĕнче воспитательте тăрăшакан Марина Леонтьевăн тÿпи те пур. Вăл мĕнпур пушă вăхăтне ачисене халаллать. Вĕсене чăваш культурине, йăли-йĕркине ăша хывтарма тăрăшать. «Знайки» ушкăн воспитателĕ Ольга Спиридонова та хĕрачана кашни конкурса хутшăнтарать. Елена Ивановăпа Полина Никандрова педагогсем вара Евăна юрă-кĕвĕ тĕнчипе ытларах та ытларах туслаштараççĕ. Пултаруллă хĕрача ача сачĕн чысне район тата республика шайĕнче сахал мар хÿтĕленĕ. Иртнĕ çул вăл Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем хушшинче республикăри «Хунав» халăх пултарулăхĕн II фестиваль-конкурсне хутшăннăччĕ. Ева Леонтьева А.Савельев-Сас çыравçăн «Тухтăр» сăввине уçăмлă та хитре вуласа «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацире иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ.
Пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми унăн. Кăçал та вăл чылай конкурсра палăрма ĕлкĕрчĕ. Март уйăхĕнче муниципалитет шайĕнче иртнĕ «Жемчужинка Чувашии» конкурсра вăл «Соло» номинацире çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕ. Сăвă вулакансен конкурсĕнче те палăрчĕ. Район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕ Ева. Çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ. Акă нумаях пулмасть Ева Леонтьева Шупашкартан черетлĕ çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Вăл республикăри «Талантсен çĕршывĕ» конкурсра «Дорога добра» юрă шăрантарса дипломант пулса тăчĕ. Ева Леонтьева пур çĕре те ĕлкĕрет. Пысăк тавракурăмлă хĕрача аппăшĕпе тата йăмăкĕсемпе пĕрле вырсарни шкулне çÿрет. Çавăн пекех пултарулăхне Элĕкри культура çуртĕнчи «Топотушки» ташă ушкăнĕнче туптать. Спортпа та туслă хĕр пĕрчи. Иртнĕ çул «Наци кросĕнче» хăйĕнпе пĕр çулхисем хушшинче çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕччĕ маттурскер.
Фотиния, Ева, Ульяна, Евгения. Еплерех илемлĕ те хитре ятсем панă хăйсен хĕрĕсене Элĕк салинче пурăнакан Леонтьевсем. Ирхине е каçхине пĕр сĕтел хушшине пуçтарăнсан ашшĕпе амăшĕн чĕри еплерех савăнать-тăр. Ашшĕпе амăшĕ кунĕпе ĕçре, пĕчĕк хĕр пĕрчисем шкулта тата садикре. Пĕрле пухăнсан вара сÿтсе явмалли, каласа памалли чылай. Акă Ева паян та садикрен савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тухрĕ те йăмăкĕпе пĕрле культура çуртне репетицие васкарĕ.
В. НИКИФОРОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета