Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Штрих-кодăн» - виçĕ кубок

26 февраля 2016 г.

Февралĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта Ухсай ячĕллĕ культура çуртĕнче мĕнпур ташă енĕпе Атăлçи федераци округĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн «Огни Поволжья» савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Вăл Раççейри UNESCO Ташă Канашĕ йĕркеленипе тата Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе пулчĕ. Турнира пĕтĕм Раççейри ташă организацийĕн йĕркисемпе хакланă. Чемпионатри судьясем квалификациллĕ, çавăн пекех Раççейри тата Чăваш Енри культурăн, спортăн тата искусствăн ертсе пыракан специалисчĕсем.

Конкурсра пирĕн район чысне «Хĕлхем» спорт шкулне çÿрекенсем хÿтĕлерĕç. Вĕсем 3 ушкăнпа «Чир-спорт-Чип-хоп» дисциплинăра ăмăртрĕç. Судьясем вĕсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç. «Хĕлхем» спорт шкулĕн воспитанникĕсем 1-мĕш вырăнсем йышăнса 2 кубок тата 2-мĕш вырăнпа 1 кубок илсе килчĕç. Кашни ачана медальпе тата Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика