23 июня 2015 г.
Иртнĕ кунсенче районти литературăпа краеведени музейĕн ĕçченĕсем Элĕк шкулĕнчи геологи ушкăнĕпе Елчĕк районĕнчи «Шăмалак ландшафчĕ» тата «Лысогорск карьерĕ пуçланса кайнă çурçĕр-хĕвелтухăç борчĕ» çут çанталăк палăкĕсенче пулса куртăмăр. Ушкăна Владимир Кудров геолог, Людмила Петрикова педагог ертсе пычĕç. Хăнасене карьер ертÿçи Петр Борисов ăшшăн кĕтсе илчĕ, экскурси ирттерчĕ.
«Шăмалак ландшафчĕ» çут çанталăк палăкĕ Елчĕкрен кăнтăралла 22 çухрăмра Хырла юханшывăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Унăн калăпăшĕ - 616 гектар. Яманчÿрел ялĕнчен кăнтăр-хĕвелтухăçнелле кайсан вара «Лысогорск карьерĕ пуçланса кайнă çурçĕр-хĕвелтухăç борчĕ» çут çанталăк палăкĕ патне çитме пулать. Çак вырăнсенче палеолит тапхăрĕнчи чĕрчунсен тата тĕмсемпе курăксен йĕрĕсем чулсем çинче сыхланса юлнă. Чăваш Республикинче пĕртен-пĕр вырăнта - асăннă çут çанталăк палăкĕсенче - авалхи Хетэтес коралĕ, Ботрофилум ругозĕ, Московикринус тинĕс лилийĕ, Архиоцидарис тинĕс чĕрĕпĕ, Эуморалу тата белерофон моллюска, Хориститес Москвензис брахиопод йĕрĕсене шыраса тупма пулать.
Çамрăк геологсем хаваспах шырав ĕçĕсене хутшăнчĕç. Вĕсем ра-йон музейне çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатрĕç: тинĕс лилийĕн пайĕсем, дендрит, белерофон, коралл, тинĕс чĕрĕпĕсен йĕпписем, брахиопод, тĕксĕм тата кăвак тĕслĕ кремень. Экспонатсене пурне те музейри çут çанталăк пÿлĕмне вырнаçтарнă.
Ольга Алексеева,
литературăпа краеведени музейĕн директорĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета