Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх театрĕ - çĕнĕ спектакльпе

17 апреля 2015 г.

Апрелĕн 14-мĕшĕнче     Элĕкри культура керменĕ çумĕнчи Халăх театрĕ сцена çине «Нарспи» спектакльпе тухрĕ. Ăна Раççейри Литература тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕнче куракан патне çитерессишĕн театр коллективĕ И. Афанасьевăпа Н. Ильин режиссерсем ертсе пынипе ĕçленĕ. Спектакле çынсем валли витĕмлĕрех те интереслĕрех тăвассишĕн сахал мар тăрăшма тивнĕ артистсен. Тĕрлĕ сасă, çутă кăларакан çĕнĕ технологисемпе усă курни куракан чĕрине тыткăнлама май пачĕ. Авалхи çи-пуç, чăваш тумтирĕ, кил хуçалăхри япаласем темиçе теçетке çул каяллахи пурнăçа туллин сăнларĕç. Спектакле сцена çине кăларма ялсенчи культура ĕçченĕсене те, Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсене те йышлăн явăçтарнă. Нарспи Элĕкри Л.Андреева, Сетнер - Урпашри Г. Павлов, Тăхтаман Элĕкри З. Федоров рольсене лайăх вылярĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика