20 февраля 2015 г.
Элĕкри тĕп библиотекăн вулав залĕнче паллă çыравçăпа, куçаруçăпа Г. Матвеевăпа «Вула, Элĕк Ен!» наци кĕнекин фестивальне халалласа тĕл пулу иртрĕ. Вулавăша пухăннисем çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç.
Библиотекарьсем Г. Матвеева çырнă «Чăваш» поэма тăрăх буктрейлер хатĕрленĕ, кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Тĕл пулăва килнисем поэмăна тишкерчĕç. Çак кĕнеке 2013 çулта пичетленсе тухнă, республикăра «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке - 2013» акци-конкурсра хутшăнать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета