13 февраля 2015 г.
Элĕкри вăтам шкулта тăрăшуллă, пултаруллă вĕренекенсем сахал мар. Вĕсенчен тăваттăшĕ кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине илме тивĕçнĕ. Çавсенчен пĕри Кристина Иванова.
Хитре хĕрача пĕрре курнипех килĕш- рĕ, илемлĕ сăн-пичĕпе кăна мар, сăпайлăхĕпе те тыткăнларĕ. 11-мĕш «в» клас- ра пĕлÿ илекенскер хăйпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăлпах паллаштарчĕ.
Вăл юлашки вăхăтра пĕлĕвне химипе биологи енĕпе туптать иккен, апла пулин те ытти предметсем çине те тимлĕх-не уйăрсах тăрать. Çак кунсенче, акă, ăна технологипе республикăри олимпиадăна хутшăнма шаннă. Тăрăшуллă хĕр хирĕçлесе тăма пултарайман.
- Ку предмет урокĕсем килĕшнĕренех хама тĕрĕслес терĕм. Татьяна Германовна ертсе пынипе ал ĕç ăсталăхне ÿстерсех пытăм. Олимпиадăра нумай енлĕ тĕрĕслев витĕр тухмалла пулчĕ. Хĕрÿ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăнтăм, - хыпарларĕ Янкурас ялĕн хĕрĕ.
Вăл технологие лайăх пĕлнипе 2013, 2014 çулсенче та палăрнă. Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Кристина Ивановăшăн ку çитĕнÿсем пĕрремĕшсем кăна мар ĕнтĕ. Пур вĕренÿ предмечĕсемпе те «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер тÿрĕ кăмăллă та тăрăшуллă, хăйĕн пĕлĕвне тăтăшах ÿстерсе пырассишĕн тимлекен вĕренекен пулнине кăтартрĕ. Кристина шкулта пысăк хисепре, пур мероприятисене те активлă хутшăнать, ĕçе юратнипе, явап-лăхĕпе уйрăлса тăрать.
- Çамрăк обществăлла ĕçре те хастар. Вăл шкулти конкурссемпе кану каçĕсене хатĕрлеме хутшăнать, ертсе те пырать, - терĕ паянхи вун пĕрмĕшсемпе пиллĕкмĕш класранпах ĕçлесе пыракан Людмила Иосифовна Петрикова ертÿçĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета