06 февраля 2015 г.
2005 çултан пуçласа çулсеренех нарăсăн 4-мĕшĕнче рак чирĕ- сене хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăватпăр. Асăннă мероприятие рака хирĕç кĕрешессипе йĕркеленнĕ Пĕтĕм тĕнчери союз пуçарăвĕпе туса ирттереççĕ. Çакăн тĕп тĕллевĕ: онкологи чирĕсемпе çыхăннă ыйтусене граждансене тимлĕх уйăрма хăнăхтарасси тата çак чир тыткăнне лекнĕ çынсене май килнĕ таран пулăшасси, рак çинчен каласа парасси. Паянхи куна ÿпке ракĕ чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри. Тĕрлĕ тĕпчевсемпе сăнавсем палăртнă тăрăх, çулсеренех унăн тыткăнне 12 миллиона яхăн çын лекет. Нумай çыннăн ÿпке ракĕ чĕлĕм туртнăран пуçланать. Сăмахран, 10 тĕслĕхрен 9-шĕнче чĕлĕм туртни усал шыçă чирĕсене пуçарать те. Енчен те вăхăт иртнĕçемĕн манкаллă ÿслĕк канăçсăрлантарма, вăхăтăн-вăхăтăн юнлă тухма, сывлăш пÿлĕнме, ÿсĕрнĕ, сывланă чухне ыратма пуçласан, апат анми пулсан, хăвăртах ывăнни, кĕлетке виçи чакнине сиссен çийĕнчех терапевт патне каймалла. Тухтăр сире флюорографи тухма сĕнет. Шăп та шай çак тĕрĕслев ÿпкери кирек епле пĕчĕк улшăнăва та çийĕнчех палăртать. Юн тĕрĕслеттересси çинчен те манмалла мар. Çавăн пекех манкаллă ÿслĕкпе аптракансен манкара рак клеткисем пуррипе çуккине палăртма ăна та тĕрĕслеттермелле.
Ÿпке ракĕнчен сыхланас тесен чĕлĕм туртма пăрахни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ку чухне никотин чăмлакпа, пластырьпе тата ытти эмелсемпе усă курни усал йăларан писме пулăшать. Çав вăхăтрах тĕрлĕ тĕпчевсем электрон сигаретсемпе усă курма юраманнине палăртаççĕ. Çакна та асăрхаттарасшăн, чĕлĕм туртман çынсем те унăн тĕтĕмне сывласах рак чирĕпе апатрама пултараççĕ.
Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсене пĕтĕм тĕнчипех амалăх ракĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсни те пăшăрхантарать. Çакăн сăлтавĕ эндокрин системин функцийĕ пăсăлни. Уйăх хушши килес йĕрке пăсăлни те амалăх ра- кĕпе çыхăнма пултарать.
Амалăхран ăнланмалла мар юн кайма пуçлани е малтанах юн хутăшĕллĕ шыв пек, каярахпа юн юхма пуçлани усал шыçă пуррине палăртать. Çавăн пекех çакна та шута илме сĕнес килет. Шăкпа тула кайнă чухне ыратсан е йывăрлăхсем пулсан, ар хутшăнăвне кĕнĕ чухне канăçсăрлантарсан, купарча таврашĕнче ыратсан çийĕнчех тухтăр патне çитсе килме сĕнес килет. Кирек епле чиртен те вăхăтра тĕрĕсленсе сипленнине нимĕн те çитмест.
Элĕкри тĕп больницăра нарăсăн 2-7-мĕшĕсенче уçă алăксен кунĕ-сем иртеççĕ. Çак тапхăрта кашниех рак чирĕнчен хăйне тĕрĕслеме пултарать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета