23 января 2015 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитет. Пирĕн пысăк çĕр-шыв ăна çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă тăвать. Халĕ Аслă Çĕнтерĕве халалласа тĕрлĕ мероприяти иртет: паттăрлăх урокĕсем, ăс-тăна çивĕчлетекен конкурссемпе викторинăсем, куравсем, концертсем.
Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул «Ачасене - Аслă Çĕнтерÿ çинчен» социаллă проекта хутшăннă. Проект «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕ пуçăннипе тата экономика аталанăвĕн министерстви пулăшнипе пурнăçа кĕрет. Проекта тĕпе хурса шкулта 20 ÿкерчĕклĕ «Ачасене - Аслă Çĕнтерÿ çинчен» курав йĕркелеççĕ. Курав 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тĕп тапхăрĕсене тата çапăçăвĕсене уçса парĕ: 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнчи парад, Мускав çывăхĕнчи çапăçу, Севастополе хÿтĕлени, Сталинградри çапăçу тата ытти те.
Курава нарăс уйăхĕнче уçма палăртнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета