14 января 2015 г.
Çĕнĕ çул уявĕсенче Элĕк тăрăхне чылай ентеш пухăнать. Пĕрисем тăванĕсемпе кĕреке хушшинче савăнма васкаççĕ, теприсем çуралнă килте канса вăй илме тăрăшаççĕ. Элĕк салинче çуралса ÿснĕ Анатолий Федоров çак кунсенче искусствăна кăмăллакансене кану каçĕ парнелерĕ. Сурхури эрнинче Элĕкри культурăпа кану центрĕнче А.Федоров тата унăн юлташĕсем чăваш тата ытти халăх юррисене шăрантарчĕç.
Анатолий Федоров Элĕк шкулĕнче вĕреннĕ чухнех класра солист пулнипе палăрнă, ÿнер шкулĕнче пĕлÿ пухнă. К.Волков преподаватель патĕнче баян калама вĕреннĕ. Каярахпа Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăсталăхне çивĕчлетнĕ. Çавăн пекех пултаруллă Элĕк ачи Саратоври консерваторие вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Салтак пăттине тутанса пăхнă çамрăка шăпа Екатеринбург хулине илсе çитернĕ. Паянхи кун вăл кунти патшалăх академи вырăс халăх хорĕнче тимлет.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета