Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн пани усăллă

22 ноября 2014 г.

Çĕнĕ медицина вăй илсе пырать пулин те, искусствăлла майпа юна ылмаштармалли мел шутласа тупман-ха. Çавăнпа та çынна пулăшма чăн-чăн юн кирлĕ.

Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Элĕкри тĕп больницăна республикăри вырăна тухса çÿрекен юн илекен бригада килчĕ. Донор кунĕнче 87 çын юн пачĕ, пирвайхи хут - 5 çамрăк. Тĕп больницăра тăрăшакан 36 медицина ĕçченĕ активлăхпа палăрчĕ. Унсăр пуçне 4 хисеплĕ донор та айккинче тăрса юлмарĕ. Вĕсем çынсене пулăшу пани пархатарлă пулнине палăртрĕç.

«Пурнăçа çăлакансем» çулталăкра пĕр хутчен кану кунĕ илме пултараççĕ, çавăн пекех вĕсене апат çиме 330 тенкĕ параççĕ.

18 çултан пуçласа 50 килограмм ытла таякан çирĕп сывлăхлă çын çеç донор пулма пултарать.Тĕпчевсем 400 - 500 грамм юн пани сывлăха сиен кÿменнине палăртнă. Юн паракансен кăмăлĕ лайăхланать, пит çинчи ÿт тĕсĕ улшăнать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика