15 ноября 2014 г.
Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитет. Паллă кун тĕлне Элĕкри ача-пăча библиотекинче «Çеçпĕл Мишшин поэзийĕн тĕнчи» кĕнекесен куравне йĕркелерĕç. Эрне кун библиотека ĕçченĕсем çамрăк вулакансем валли «Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ!» литература уявĕ ирттерчĕç. Унта ачасем поэтăн кун-çулĕпе паллашрĕç, сăввисене вуларĕç.
Çак кунсенче районти вĕренÿ учрежденийĕсенче те Çеçпĕл Мишшине халалланă мероприятисем иртеççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета