11 октября 2014 г.
Форум вăхăтĕнче Чăваш Енре ГТО нормативĕсене пурнăçламалли пĕрлехи кун иртрĕ. Кунта хутшăнакансем чупассипе, сикессипе, шывра ишессипе тата спортăн ытти тĕсĕпе ăмăртрĕç. Элĕк районĕнчен те çак пĕрлехи куна хутшăнчĕç. Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем 2-мĕш ступеньри ГТО нормативĕсене пачĕç.
60-69 çулхисем хушшинче спорт ветеранĕсем те хастар пулчĕç. Уйрăмах А.Порфирьев, К.Ефремов, В.Гордеев, О.Матвеева, Г.Степанова палăрчĕç. Ветерансем те, вĕренекенсем те ГТО значокĕсене тивĕçрĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета