Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕнче савăннă

30 августа 2014 г.

Нумаях пулмасть Элĕк ял тăрăхĕнче черетлĕ уяв иртнĕ. Урмайĕнче пурăнакансем ял уявне паллă тунă. Тăван тăрăха аякри тăванĕ-пĕтенĕ пуçтарăнса килнĕ. Савăнăçлă мероприятие Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов уçнă. Виктор Кротов староста та урмайсене саламланă. Уява йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн вырăнти ял тăрăхне тав тунă. Çавăн пекех ялти чи хисеплĕ ватăсем Алексей Егоровпа Агафия Мурзакова тухса калаçнă.

Районти ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Николаева Урмайри чи ватă çынна тата чи çамрăккине чысласа вăрăм ĕмĕр суннă. Çавăн пекех 50 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакансем, «кĕмĕл», «фарфор» туйсем паллă тăвакансем те парнесене тивĕçнĕ. Элĕкри культурăпа информаци центрĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ уява илем кĕртнĕ. Юрри-ташшипе савăнтарнă.

Вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсен çулсерен пулакан районти конференцийĕ çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртрĕ. Конференци умĕн тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен педагогсем секцисенче канашларĕç. Палăртнă вăхăтра Элĕкри культурăпа кану ценрĕн залне асăннă тытăмăн ĕçсенĕсемсĕр пуçне Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.И.Кузьмин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.П.Мидуков, Элĕк район пуçлăхĕ В.Х.Дубинин, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов, районти вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Э.И.Ржанова пухăнчĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика