Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв таса, çурт хăтлă пулмалла

30 августа 2014 г.

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх Министрĕн çумĕ Андрей Чибис граждансене Чăваш Республикинче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

Асăннă мероприятие муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕн пуçлăхĕсем тата ытти тĕрлĕ ертÿçĕсем пухăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă приоритетлă ыйтусенчен пĕри - граждансене ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен 2017 çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен куçарасси пулнине асăннă. Михаил Игнатьев палăртнă ыйтăва татса парас тĕлĕшпе, Чăваш Енре тĕрлĕ çăл куçсенчен 5 млрд. тенкĕ патнелле яхăн уйăрса хунине асăннă. Патшалăх корпорацийĕ - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформировани тăвас енпе фонд урлă 5 çул хушшинче республикăра пурăнакан 13 пин ытла çын (5 пин çемье) хăтлă хваттерсене куçарма палăртса хунă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шывпа тивĕçтерес ыйту пирки чарăнса тăнă. Чăваш Ен халăхне таса шывпа тивĕçтересси - тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртнă. «Шупашкарта водоканал çĕнĕрен модернизациленет, шыва упрамалли ятарлă вырăн та хатĕрлесе хута янă. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - хула е ял çынни - пурне те пахалăхлă таса шывпа тивĕçтересси», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Мускавран килнĕ сумлă хăна, Министрсен çумĕ, Чăваш Енре «Таса шыв» программăна пурнăçа кĕртессипе нимĕнле кăлтăксем те çуккине асăнса хăварнă, ĕçсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăçланине каланă. Çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернин ĕçĕсене те ырăпа, паха енĕпе палăртса хăварнă. «Чăнласах та, эпĕ ытти регионсенче те пулнă, анчах та Чăваш Енри пек хваттерсене кирлĕ пек, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çуртсене асăрхаман. Граждансем хăтлă çуртсене куçни куç кĕретех, пурне те савăнтарать. 2013 çулта кăштах кăлтăксем пулкаланă, ĕçсем вăраха кайни сисĕннĕ, анчах та паян çак йывăрлăхсене пĕтĕмпех татса панă. Ку чи пахи, шансах тăратăп, çынсем вăхăтра хăйсене кирлĕ хваттерсене куçса пырасса», -- тесе палăртса хăварнă Андрей Чибис.

Районта «Чăваш Республикин территорийĕнче авариллĕ çуртсенчен граждансене куçарасси» республикăри адреслă программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. 2013 çулта 24 хваттерлĕ виçĕ хутлă 924,87 лаптăклă çурт тума пуçланă. Паянхи куна унта ĕçсем вĕçленнĕ темелле. Çурт умĕнчи лаптăка хăтлăх кĕртмелле тата пĕрремĕш подъездра вак-тĕвек ĕçсене пурнăçламалла. Унта 24 çемье, 73 çын пурăнĕ. Çÿлерех асăннă программăна пĕтĕмĕшле пурнăçа кĕртме тата 55 хваттерти 133 çынна куçармалла. Çак тĕллевпе Элĕк салинче Восточнăй урамĕнче 54 хваттерлĕ çурт тума пуçланă. Кунсăр пуçне кăçалхи çулăн 4-мĕш кварталĕнче Элĕк салинчи Октябрьски урамра 48 хваттерлĕ çурт тума палăртнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика