Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралнă кун ячĕпе, Шупашкар!

20 августа 2014 г.

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Элĕкри ача-пăча библиотекинче «Çуралнă кун ячĕпе, Шупашкар!» викторина ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ - çитĕнсе пыракан ăрăва тăван хуламăра юратма, Чăваш Республикипе мăнаçланма хăнăхтарасси.

Илĕртÿллĕ те анлă пĕлÿллĕ уяв сехетĕнче библиотека ĕçченĕсем кĕçĕн тата вăтам çулсенчи вулакансене хулан тĕлĕнмелле йăли-йĕркипе, ытарайми илемĕпе паллаштарнă, унăн мухтавлă çыннисем тата паллă вырăнĕсем çинчен каласа панă. Çавăн пекех Шупашкарта пурăнакансем хулан аваллăхне асра тытса ăна упрама, халăх йăли-йĕркине, сăмахлăхне аталантарма тăрăшнине палăртнă.

Уяв кунĕ тĕлне библиотекăра «Юрататăп сана, тăван хуламăр» курав йĕркеленĕ. Кунта истори тата публицистика литературипе, справочниксемпе тата документсемпе паллашма сĕннĕ.

Ачасем Шупашкар хулинче курăмсăр мелпе çул çÿревре пулнă май тĕрлĕ ĕç тума ĕлкĕрнĕ, хăйсен пултарулăхне, çирĕп пĕлĕвне кăтартнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика