12 июля 2014 г.
Элĕкри культурăпа кану центрĕнче Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалласа уяв мероприятийĕ пулнă. Унта тивĕçлисене «Юратупа шанчăкшăн» медальсем панă. Унăн пĕр енче праçник символне - шур чечек (ромашка) ÿкернĕ, тепĕр енче - Петрпа Феврони çветтуйсен сăнĕсем.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов «Юратупа шанчăкшăн» медале Чăваш Сурăм салинчи Лев Архиповичпа Людмила Николаевна Ефимовсене, Элĕк салинчи Станислав Николаевичпа Зоя Егоровна Куликовсене тата Тури Выла ялĕнчи Михаил Николаевичпа Зоя Михайловна Степановсене панă, ырлăх-сывлăх тата телей суннă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета