02 июля 2014 г.
Элĕкри ача-пăча библиотекинче апрель-июнь уйăхĕсенче «Кĕнекесене библиотекăна парнеле» ятпа акци иртрĕ.
Вулавăш пурĕ виçĕ теçетке ытла парне илчĕ. Акцие ачасем, аслисем те хутшăнчĕç. Парнеленĕ кĕнекесемшĕн Ольга Прокопьевăна (Çулавăç), Эльвира Павловăна (Элĕк), Геннадий Михайлова (Павлушкăнь), Валентина Ермаковăна (Элĕк), район администрацийĕ çумĕнчи çамрăксен правительствине, Сергей Матвеева (5 «а» класс), Кирилл Семенова (3 «а» класс), Иван Александрова (5 «а» класс), 2 «а» класра вĕренекен Яна Елизаровăна ырăпа асăнмалла. Вăл вулавăша сакăр кĕнеке ытла килсе пачĕ.
Парнеленĕ кĕнекесене çывăх вăхăтрах ача-пăча библиотекин çÿлĕкĕсенче курма пулĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета