25 июня 2014 г.
Республикăн граждансене кивелсе çитнĕ çуртсенчен куçармалли программипе килĕшÿллĕн Элĕк салинчи Колхоз урамĕнче виçĕ хутлă пурăнмалли çурта хăпартас ĕçсем малалла пыраççĕ. Вăл 24 хваттерлĕ пулать.
Асăннă программăпа района 23 миллион та 500 пин тенкĕ уйăрса панă. Кăçал кивелсе çитнĕ çуртсенче пурăннă çемьесем тин çеç хута кайнă хăтлă хваттерсене куçĕç.
Хальхи вăхăтра Элĕкри МСО строительство организацийĕ ку çуртра шалти ĕçсене пурнăçлать. Çавăн пекех газ пăрăхĕсене хывĕç, йĕри-тавралла тасатса тирпейлĕç.