18 июня 2014 г.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ те шкул ачисем походсемпе экскурсисене çул тытрĕç, канупа сиплев лагерĕсене вырнаçрĕç. Хальхи вăхăтра районти 9 шкул çумĕнчи лагерьте 455 ача сывлăха çирĕплетет.
Элĕк шкулĕнчи «Хĕвел» лагере 1-7 классенчи 166 ача çÿрет. Спорт отрядне Л.Данилова, «Лидер» ушкăна Т.Архипова ертсе пыраççĕ. Ыттисем, 1-5 классенче вĕренекенсем, сиплев хăнăхăвĕсенче пулаççĕ.
Карачура шкулĕнче «Асамат кĕперĕ» лагерь ĕçлет. Яланхи пекех, кунта çÿрекенсем стена хаçачĕсем кăларнă, вăйăсенче тупăшаççĕ, волейболла выляççĕ.
Ураскилт шкулĕнчи Татьяна Васильевăпа Эльвира Терентьева воспитательсем ачасене лагерь йĕркисемпе паллаштарнă, харпăр хăйне мĕнле тытмалли çинчен каласа панă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета