07 июня 2014 г.
2014 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче Элĕк тăрăхĕнче пурĕ тăватă хутчен вут çулăм алхаснă. Вĕсенчен виççĕшĕнче пурăнмалли пÿрт-çуртра пушар тухнă. Кусем пурте кил хуçисем вут-çулăмпа асăрханусăр усă курнипе е ÿсĕрле чĕлĕм туртнипе çыхăннă. Уйрăм çын лавккинче те «хĕрлĕ автан» хуçаланнă. Çакă газ хатĕрĕсемпе усă курмалли правилăсене пăснипе çыхăннă.
Çавăн пекех Элĕкри пушар хуралĕн ĕçченĕсем çынсем типĕ курăка е çÿп-çап куписене тивретнĕрен 26 хутчен вут-çулăм сÿнтерме тухнă. Инкексенче икĕ çын пурнăçĕ татăлнă.
Кăçал вут-çулăм Элĕк (1): Чăваш Сурăм (2): Шĕмшеш (1) ял тăрăхĕсенче алхаснă. 330 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета