04 июня 2014 г.
Çар çыннисем те культурăпа, искусствăпа, юрă-кĕвĕпе кăсăкланнисене лайăх пĕлетпĕр-ха эпир. Çакна Станислав Кириллович Воронов генерал-лейтенантăн хăйне евĕр пултарулăхĕ те уçăмлă кăтартса парать.
Çакăн пек пысăк пакунсемлĕ çар çынни ÿнер ăсталăхĕпе кăсăкланнине чылайăшĕ пĕлмен те пулĕ. Халĕ, акă, лайăх пĕлетпĕр: Станислав Кириллович - РФ Художниксен союзĕн членĕ, темиçе хутчен те Раççейри тата тĕнчери куравсене хутшăннă, ÿнер пултарулăхĕн ылтăн медальне те тивĕçнĕ.
Анчахрах вара ентешĕмĕр Мускавра Художниксен тĕп çуртĕнче иртнĕ хăй хатĕрленĕ «Пăлхарсем çинчен - чун туртнипе» куравпа тухнă. Унта автор авалхи тата хальхи пăлхарсен пурнăçне, вĕсен чăтăмлăхне, ĕçченлĕхне, ăсталăхĕпе илемлĕхне туллин уçса панă. Курма пынисем, çав шутра Болгари посольствин элчисем те, ÿнерçĕн пысăк ăсталăхне, вăл пăлхар халăхĕн историне лайăх пĕлнине палăртнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета