22 апреля 2014 г.
Элĕкри тĕп библиотекăра «Чĕлхем, тăван чĕлхем» курав уçăлнă. Ăна чăваш чĕлхин кунне халалланă. Экс-позицире - И.Я.Яковлевăн, Н.А.Андреевăн (Урхин), В.К.Магницкин, И.Ашмаринăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, çавăн пекех чăваш историне, культурине, йăли-йĕркине çутатакан кĕнекесем.
Асăннă выставкăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чăлхине аталантарасси, наци культурине, йăли-йĕркине упрасси.
Кунтах Иван Яковлевăн «Халалĕпе» паллашма пулать. Чăваш халăхĕ хăйĕн чĕлхипе, юррисемпе мăнаçланать. «Манăн халăхăм çĕр пин сăмаха, çĕр пин юрра, çĕр пин тĕрре упраса хăварнă»,- тенĕ вун тăххăрмĕш ĕмĕр вĕçĕнче И.Я.Яковлев. Вĕсен йышĕнче юрăсем пĕлтерĕшлĕ вырăн
йышăнаççĕ. Куравра чăваш музыка культурин ылтăн фондне кĕнĕ чăваш халăх юррисен пуххисем те вырăн тупнă.
Источник: "Хыпар"