18 марта 2014 г.
Элĕкри ачасен искусство шкулĕнчи «Шевле» фольклор ансамблĕ /ертÿçи А.М.Михайлова, концертмейстерĕ В.И.Терентьев/ нумаях пулмасть ветерансен çуртне çитсе килнĕ. Культура çулталăкĕнче çамрăк артистсем аслă ăрăва хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма тĕв тытнă. Вĕсем чăваш /"Чĕрес-чĕрес сарă çу" ярăм/ тата вырăс /"Я гнала гусей домой"/ халăх юррисене шăрантарнă, ташăсемпе савăнтарнă, унсăр пуçне совет кинофильмĕсенчи чуна çĕклекен юрăсене те янраттарнă. Ватă çынсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлнă, вĕсене алă çупса хавхалантарнă, хăнана татах чĕннĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета