15 февраля 2014 г.
Афганистан сăмах миçе пин çын чĕрине ыратупа хурлăх кÿмен-ши; Çĕр-çĕр çемьешĕн нихçан тÿрленми суран сăлтавĕ пулса тăнă. Паян та, çав сăртлă-туллă çĕршыври çапăçусен шавĕнчен уйрăлнăранпа нумай çул иртсен те, Афганистан сăмаха каласанах шалта, ăш-чикре темскер пăчăртанса ыратса илет, шăнтса, çÿçентерсе ярать. Унти вăхăтсем, çамрăклах пуç хунă юлташсен сăнарĕсем куç умне яр уççăн тухса тăраççĕ. Çарта пулнă кирек хăш арçын та хĕсметри кашни саманта чун-чĕринче ĕмĕрлĕх упрать-тĕр. Пире, «афганец» салтаксене, пурнăç питех те çивĕч тĕрĕслев витĕр кăларчĕ. Анчах чăваш ачисем темле йывăрлăхра та хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Çак пархатарлăха çамрăк ăру малалла тăсать. Совет çарĕсене Афганистан çĕршывĕнчен илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче 25 çул çитет. Чĕрĕк ĕмĕр хыçа юлчĕ унтанпа. Çак хушăра интернационалист-салтаксен йышĕнчен уйрăлса кайнисем те пулчĕç. Эпир вĕсене ялан асра тытатпăр. Йăлана кĕнĕ тăрăх, паян Афганистанри хаяр çапăçусене хутшăннисене халалласа мини-футбол вăййи иртет.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета