11 февраля 2014 г.
Нарăсăн 5-мĕшĕнче Элĕк районĕнче савăнăçлă лару-тăрура Культура çулталăкне уçрĕç. Палăртма кăмăллă: культура ĕçченĕсем уява тĕплĕн хатĕрленĕ. Культурăпа кану центрĕнчи фойере тĕрлĕ курав ĕçлерĕ.
Ку тăрăхра тĕлĕнмелле пултаруллă ал ăстисем пурăнни иккĕлентермерĕ. Сăмахран, авалхи халăх инструменчĕсене ăсталакансем пур иккен. Акă, Кармал Тени ялĕнче пурăнакан Пантелеймон Николаевăн музыка инструменчĕсем куравра тивĕçлĕ вырăн тупнă. Элĕкри вăтам шкулта ĕçлекен Татьяна Петухова вĕтĕ шăрçапа мĕн кăна туман-ши? Чи кирли маçтăр кашни япалана çыпăçуллă та илĕртÿллĕ пурнăçлани. Куравра ял тăрăхĕсенчи культурăпа информаци центрĕсен ĕç-хĕлĕпе туллин паллашма май килчĕ.
Кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ чаплă уяв ячĕпе пухăннисене район пуçлăхĕ В. Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, ЧР транспортпа çул-йĕр министрĕ М. Янковский саламларĕç. Элĕк районĕнче «халăх» ята тивĕçнĕ пултарулăх коллективĕ 6. Иртнĕ çул культурăпа кану центрĕсенче 5401 мероприяти ирттернĕ. Çав шутран 1189-не тÿлевлĕ майпа. Çулсерен вĕсен пахалăхĕ те, культура ĕçченĕсен професси шайĕ те ÿссе пырать.
Уяв программи тĕлĕнмелле пуян пулчĕ. Унта районти кашни коллектив, уйрăм юрăçсемпе ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Хальхи тата авалхи йăла-йĕркери юрă-ташă та куракансене тыткăнларĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета