01 февраля 2014 г.
«Ак Барс Аэро» авиакомпани «Ĕпхÿ-Шупашкар-Ĕпхÿ» маршрутпа вĕçмелли графикне çирĕплетнĕ. Вĕçевсем пуш (март) уйăхĕн 29-мĕшĕччен пыраççĕ. Сывлăш карапĕ Мускав вăхăчĕпе тунти кунсерен, юн кунсерен, эрне кунсерен Чăваш Ен тĕп хулинчен 9 сехет те 55 минутра вĕçсе тухать те Ĕпхĕве 14 сехетре çитет. Пушкăртстан тĕп хулинчен самолет вырăнти вăхăтпа 14 сехет те 40 минутра çĕкленет, Шупашкарта 15 сехетре анса ларать.
Билетсене кăçалхи нарăсăн (февралĕн) 3,5,7, 10-мĕшĕсенчи рейссем валли сутаççĕ. Хакĕ – 1775-4770 тенкĕ.
«Ĕпхÿ-Шупашкар-Ĕпхÿ» (Уфа-Чебоксары-Уфа») авиарейс çинчен тĕплĕнрех 301-487, 621-471, 622-245, 627-217 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета