29 января 2014 г.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» пирĕн çĕр-шывра йăлана кĕнĕ чи пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕ пулса тăчĕ. Унăн тĕллевĕ – яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа, çулланнă çынсене те йĕлтĕр спортне ытларах та ытларах хутшăнтарасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси.Пирĕн районта кăçал «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2014» çитес вырсарни кун, нарăсăн 2-мĕшĕнче иртет. Ăмăртăва пурте хутшăнма пултараççĕ.
Организацисен ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем VIP чупура 2014 метра, 40-59 çулсенчи арçынсемпе 34-44 çулсенчи хĕрарăмсем, çавăн пекех 60 çултан иртнĕ арçынсемпе 45 çултан аслăрах хĕрарăмсем 2 километра ăмăртса тупăшĕç. 1996 çулта çуралнă хĕрсемпе каччăсем тата çамрăкраххисем (вăйлисем), 1993 çулта çуралнă арçынсемпе хĕрарăмсем тата аслăраххисем, 1994-1996 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем тата кăмăл тăвакансем пурте 3 километра чупаççĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене асăнмалăх парнесемпе тата дипломсемпе чыслаççĕ, чи çамрăккипе аслине те хавхалантараççĕ.
Мандат комиссийĕ 8-11 сехетсенче ĕçлет. 11 сехет те 15 минутра мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ, 11 сехет те 30 минутра ăмăртăва хутшăнакансем старт илеççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета