22 января 2014 г.
Маларахри çулсенче сиплев учрежденийĕсене хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пыракансем регистратура чÿречи умĕнче вăрăм черетре тăратчĕç. Халĕ «электрон регистратури» пациентсене хăвăртах шута илет, анализсене çийĕнчех тĕрĕслеме, отчетсене вăраха ямасăр хатĕрлеме пулăшать.2013 çулта çакăн пек ансат çĕнĕлĕхпе 30455 пациент усă курнă, республика клиникисене врач-специалистсем патне 2440 пациент çырăннă.
Электрон регистратурипе кирек кам та усă курма пултарать. Тухтăр патне кĕмешкĕн Интернет урлă çырăнма пулать. Çакна валли патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлĕхлĕ порталне е медицина учрежденийĕн сайтне кĕмелле.
Электрон регистрацийĕ пациентсемшĕн те, тухтăрсемшĕн те, çавăн пекех медицина учрежденийĕсемшĕн те меллĕ. Халĕ пациент килте ларсах темиçе специалист патне çырăнма пултарать. Сиплевçĕсем вара хăйсен ĕçне хăвăртрах та тухăçлăрах йĕркелеççĕ.
Регистраци ĕçĕнче унчченхи йĕркесем те манăçа тухман: поликлиникăна вăл е ку ыйтупа телефонпа шăнкăравлăр е больница регистратурине хăвăр пырăр.