Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява – вулавăша!

10 января 2014 г.

Элĕкри тĕп вулавăшра «Тĕнчене - çутă» программăпа килĕшÿллĕн йăлана кĕнĕ Раштав тĕл пулăвĕ иртнĕ. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - Раççейри православи праçникĕсен йăли-йĕркине упраса хăварасси тата аталантарасси.

А.Егорова библиотекарь пухăннисене Раштав (Сурхури), Кăшарни уявĕсем, çветке пирки каласа панă. Çав тапхăрта хĕрсемпе каччăсем юмăç пăхнă, пĕр-пĕрне мăйăрпа, хĕвел çаврăнăшпа сăйланă.

Раштаври тĕл пулусене «Сиплевçĕ пăтти, апăс тата ача амăшĕ пулма хатĕрленекен» праçникне халалланă. Ăна авалтанах кăрлачăн 8-мĕшĕнче палăртнă. Вулавăш ĕçченĕсем «Ырă пăтă çемьене пăсмасть» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.

Кунтах тĕрлĕ пăтă рецепчĕ вырăн тупнă. Ачана тĕне кĕртме вир тата хура тулă кĕрпинчен янтăланă пăтта «Сиплевçĕ пăтти» теççĕ. Уявра апăс карчăк рольне Элĕк больницинче ача çуратмалли уйрăмра 30 çул медсестрара ĕçленĕ Надежда Иванова вылянă. Вăл пурне те сиплевçĕ пăттипе хăналанă, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Уявра çавăн пекех юмăç пăхнă, пĕр-пĕрне парнепе савăнтарнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика