23 ноября 2013 г.
Информаци кунĕнче Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ С.Архипов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов Элĕк ял тăрăхĕнче пулчĕç.Информаци ушкăнĕ малтанах Элĕк салинчи нумай хутлă 24 хваттерлĕ çуртпа паллашрĕ. Ăна 2013-2015 çулсенчи «Чăваш Республикин территорийĕнчи авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен граждансене куçарасси» адрес программипе килĕшÿллĕн çĕклеççĕ.
Элĕкри вăтам шкулта ĕç коллективĕпе информаци кунĕн темисене сÿтсе яврĕç.
Чăваш Республикин 2014 çулхи тата 2015, 2016 çулсенчи планланă тапхăрти бюджечĕ çинчен каланă май ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Архипов Чăваш Республикин 2014 çулхи бюджечĕн тупăш пайне 32,4 миллиард тенкĕлĕх, 2013 çулхипе танлаштарсан, 91,5 процент планланине палăртрĕ.
Сергей Альбертович çирĕм çул каялла Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăнни Раççей патшалăхĕн пĕрлĕхне упрама пулăшнине, ăна демократи принципĕсем çинче аталантарма пуçланине каларĕ. Вăл социаллă инфраструктура, уйрăмах вĕренÿ объекчĕсем çĕкленни çинчен пĕлтерчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хăйĕн сăмахĕнче бюджетăн тăкаксен структуринче вĕренÿ тăкакĕсем пысăк пулнине уçăмлатрĕ.
Пĕтĕмĕшле вĕренĕве модернизацилемелли мерăсен комплексне реализациленĕ май кăçал района 12,822 миллион тенкĕ уйăрса панă. Виçĕ шкулта тĕп юсав ĕçĕсене 555,9 пин тенкĕлĕх пурнăçланă.
Мероприятине хутшăннисене тĕл пулура тĕрлĕ ыйту интереслентерчĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета