26 октября 2013 г.
Нумай хваттерлĕ юхăннă çуртсенче пурăнакансене республика Программипе килĕшÿллĕн хăтлă хваттерсене куçараççĕ. Ку ĕç пирĕн районта та пулса пырать. Акă Элĕкри МСО район центрĕнче тепĕр çурт çĕклеме пуçларĕ. 22 хваттерлĕ пулĕ вăл. Унта, строительство ĕçĕсем вĕçленсен, кивĕ çуртсенче пурăнакансене куçарĕç.
Çĕнĕ çуртăн никĕсне сентябрь уйăхĕнче янă. Строительсем кĕске вăхăтрах чылай ĕç пурнăçлама пултарнă – пĕрремĕш хута кирпĕчпе купаласа пĕтернĕпе пĕрех. Паллах, тумалли нумай. Кирпĕч хуракансем çитеççĕ, пурте – вырăнти çынсем. Вĕсене пулăшакансем те пур. Строительсем уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ, ир пуçласа каçченех ĕç вырăнĕнчен уйрăлмаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета