Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташăпа – аякри чăвашсем патĕнче

28 октября 2013 г.

Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнчи «Валинке» ушкăн Самарăна çитсе килнĕ. – Ку пирĕншĕн палăртса хуман çул çÿрев пулчĕ. Самарăра çулсеренех чăвашсен календарь праçникĕ «Чÿклеме» фестиваль иртет. Кăçал вăл виççĕмĕш хут хăнасене пуçтарчĕ. Çавăнта чĕнсе илчĕç те пире, – каласа парать Любовь Андреева ертÿçĕ.

Элĕксене хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарма çеç чĕнмен-ха. Самарăри чăвашсен диаспорин пуçлăхĕ хăйне евĕрлĕ хушу та панă. «Валинке» ансамблĕн вырăнти халăх юрри-ташшипе театрализациленĕ представлени хатĕрлемелле.

– Чÿклеме чăвашсен кĕрхи çĕр ĕçĕ вĕçленнине паллă тумалли уяв-çке. Çавăнпа та эпир «Чÿклеме» уявне уçакансем пултăмăр. Юрă-çемĕпе тырă вырса илнине, утă çулнине, авăн, пир çапнине, çава туптанине кăтартрăмăр. Хăш-пĕр ĕç хатĕрĕсене – çурлана, кунтăка, çапуççине, кĕлтесене Элĕкренех илсе кайрăмăр. Куракансене килĕшрĕ тетрализациленĕ представлени. Пире тăвăллăн алă çупсах йышăнчĕç, – пĕлтерет культурăпа кану центрĕн директорĕ.

Каярахпа куракансем пырсах авалхи ĕç хатĕрĕсемпе интересленнĕ.

Тольятипе Уфа хулисенчен, Тутар, Пушкăрт республиксенчен, Ульяновск облаçĕнчен 26 коллектив пухăннă. Пирĕн республикăран муркашсемпе элĕксем хутшăннă.

Ытти çĕртен килнĕ пултарулăх коллективĕсем юрри-ташшипе савăнтарнă пулсан, элĕксене пысăкрах тивĕç шанса панă. Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсене тав çырăвĕсемпе чыслассине, Мускаври чăвашсен наци конгресĕн Президенчĕн çырăвне вулассине элĕксем пурнăçланă.

– Кун хыççăн хамăр репертуарти темиçе юрра шăрантарса патăмăр. Пĕлекенсем пирĕнпе пĕрлех юрларĕç, – тăсать калаçăвне Любовь Михайловна.

Элĕксемпе муркашсем çеç тури чăвашсем тăхăнса çÿренĕ тумпа хăйсен пултарулăхĕсене кăтартнă.

– «Чÿклеме» уявне килнисем пирĕн çи-пуçа мĕнле хатĕрленипе, вăл е ку япала пĕлтерĕшĕпе кăсăкланчĕç. Çамрăксене те пирĕн енчи чăваш тумĕ кăмăла кайрĕ. Кунсăр пуçне тепĕр саманта палăртмалла. Асăннă уява хутшăннисен йышĕнче пурте чăвашла сăмахларĕç. Вырăсла е ытти чĕлхепе перкелешекенсене пачах та тĕл пулмарăмăр, – палăртрĕ Любовь Андреева.

Элĕксене асăнмалăх парнесемпе чысланă. Çитес вăхăтсенче Самара чăвашĕсем те Элĕк тăрăхне çитсе килме сăмах панă. Фестивале хутшăнма майсем туса панăшăн Любовь Андреева район администрацине, культура министерствине тав турĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика