18 сентября 2013 г.
Шикленсе-хăраса ÿкме кирлĕ мар, вут-кăварĕ ытлах алхасман. Элĕк шкулĕнче «Пушар!» сигнал янăраса каять те, пурте – вĕренекенсем те, вĕсене вĕрентекенĕсем те ретĕн-ретĕн тăрса тухаççĕ. Çапла пуçланать шкулта вут-çулăма пÿлмелли вĕренÿ урокĕ. Унта пĕтĕмпе 707 çын хутшăнать.
Пурте япаласемпе мĕн пур пурлăха çăлса хăварма васкаççĕ. Шкулти виçĕ корпусран вĕренекен ачасене 2 минут та 48 çеккунтра кăларма ĕлкĕреççĕ. Ирĕклĕ пушар дружининче тăракансем вут-çулăм аякка ан кайтăр тесе кăвара сÿнтереççĕ, электроэнерги пăралукĕсене татса яраççĕ, пушар техники валли çул уçса хатĕрлеççĕ.
Кунашкал вĕренÿ Ураскилт шкулĕнче те иртнĕ. Мĕн пур хăтару-пулăшу ĕçĕсене 3 минутра пурнăçлама ĕлкĕрсе ачасем спорт лаптăкне пуçтарăнса тăнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета