07 сентября 2013 г.
Краснодар тăрăхĕнчи Темрюк хулинче пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕ уçăлнă. Вăл «Ăрусен кĕвви-сасси» ятпа иртет. Кунта чăваш халăхăн ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан йăли-йĕркисене кăтартса пама Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Валинке» «Вăйă, йăла-йĕрке программисем» тата «Фольклор ансамблĕ» номинацисенче хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Ентешсен программинче – туй юрри-ташшисем, хĕр çураçса качча панисем, çавăн пекех пирĕн тăрăхри халăх юррисем.
Конкурс пынă кунсенче вĕренÿпе творчество мероприятийĕсем те иртĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета