31 августа 2013 г.
Юн кун вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ конференцие пухăнчĕç. Канашлура авăнăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен çĕнĕ стандартсем çинче никĕсленнĕ воспитанипе хушма пĕлÿ парассин аталанăвĕн çул-йĕрĕ тата ытти ыйтусем тавра калаçрĕç.
Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н.Ванеркинпа В.Мидуков, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов хутшăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев хăйĕн докладĕнче педагогсемшĕн ачасене пĕлÿ пани кăна мар, воспитани ыйтăвĕ те малта тăмаллине палăртрĕ. Юлашки çулсенче районти вĕренÿ учрежденийĕсем пурлăхпа техника никĕсне пысăк шайра модернизацилени ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстерме май панă. Условисене лайăхлатас тĕллевпе бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ: шкулсене юсаççĕ, апатлану пахалăхне ÿстерме столовăйсем валли хальхи йышши оборудованисем туянаççĕ тата ытти те. Ачасемпе чуна парса ĕçлеме педагогсен ĕç укçине тапхăрпа ÿстерсе пыраççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкулсенче чылай ĕç туса ирттернĕ. Йышăну комиссийĕсем вĕсем вĕренÿ çулне хатĕррине палăртнă.
«Пирĕн паян ырă йăлана упраса хăварса кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп, пултаруллă аталаннă этем, Раççее юрăхлă яваплă гражданин хатĕрлемелле, çавăнпа та ачана аталану кирлĕ», – терĕ Эдуард Владимирович.
Вăл вĕрентекенсемпе воспитательсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ÿсĕмсем сунчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов республика вĕренÿ процесĕн условийĕсене лайăхлатмашкăн нумай ĕç тунине каларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркинпа Владимир Мидуков учительсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç, ĕçре тăрăшуллă пулма сĕнчĕç. Вĕренÿри профсоюз ĕçченĕсем рескомĕн республикăри председателĕ З.Степанова вĕренÿпе çыхăннă çĕнĕ саккун çинче чарăнса тăчĕ.
«Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем – шкулта ачасем мĕнле вĕреннин кăтартăвĕсем. Вĕренÿ учрежденин ĕç-хĕл пахалăхне вĕренсе тухакансен пĕлĕвĕ тăрăх хаклама май пур», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов.
Вăл учительсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлассине, шкулсен рейтингĕнче Элĕк районĕ тивĕçлĕ вырăн йышăнма пултарассине шаннине палăртса каларĕ.
Тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç. Вĕсем пурте вĕренÿ ыйтăвĕсене хускатрĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета