31 июля 2013 г.
Юн çын пурнăçне тытса тăрать. Пурте пĕлетпĕр вĕт-ха: кĕлеткере юн пĕтрĕ-тăк, этемĕн пурнăçĕ вĕçленчĕ. Акă мĕншĕн хăйĕн юнне парса тепĕр çынна пулăшасси мĕн ĕлĕкренех пырать.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ кăçалхи çур çулта 62 донора шута илнĕ, вĕсенчен 57-шĕ – Раççей хисеплĕ донорĕ, 5-шĕ – СССР хисеплĕ донорĕ. Хăйсен ирĕкĕпе юн паракансене 6 уйăхра 344 пин те 300 тенкĕ уйăрса панă. Те нумай ку, те сахал.
Çапах та хисеплĕ ята тивĕçнĕ донорсене кăçал пĕтĕм çулталăкĕпе тÿлемешкĕн 11136 тенкĕ уйăрнă (уйăхсерен 928 тенкĕ тивет).