Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăкăн ытарайми илемĕ

31 июля 2013 г.

Этем тавралăхпа мĕн ачаранах паллашма тытăнать. Ачана çут çанталăк илемне курма, унăн саккунĕсене пĕлме вĕрентмешкĕн тăрăшмалла. Çакăнта вулавăшсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Çапла шутлаççĕ Элĕкри ача-пăча вулавăшĕнче ĕçлекенсем.

Библиотекарьсем тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли час-часах кĕнеке куравĕсем йĕркелеççĕ, пĕлÿ тата экологи сехечĕсем, конкурссемпе вăйăсем ирттереççĕ. Анчахрах вулавăшра «Çут çанталăкăн асамлă тĕнчи» ятпа информаци кунĕ иртрĕ. Ăна тавралăха сыхламалли çулталăка халалларăмăр. Ачасем валли «Çут çанталăка юрат та упра» темăпа кĕнекесемпе хаçат-журналсен тишкерĕвне хатĕрлерĕмĕр. «Пирĕн таврари çут çанталăк» тематика куравĕ тата слайд-презентаци писатель-натуралистсен кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Курава килнисем «Çут çанталăка пĕлекенсем», «Зоопаркра» викторинăсене, «Чи-чи пултаруллисем» вăйа хутшăнчĕç, кроссвордсемпе тупмалли юмахсене тупрĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика