07 марта 2007 г.
Иртнĕ эрнере РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семеновпа ăна пулăшакансем пирĕн районта пулчĕç. Малтанах Павел Владимирович Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вă-там пĕлÿ паракан шкулти коллективпа тĕл пулчĕ.
Вĕрентекенсемпе ачасем ăна ăшшăн кĕтсе илчĕç. Шкул директорĕ О.Ярмулин вĕренÿри çитĕнÿсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Депутат хăйĕн тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пыни пирки каласа кăтартрĕ. Павел Владимирович Чăваш республикине, çавăн пекех пирĕн района та чылай пулăшать. Вĕрентÿ, сывлăха сыхлас, çуртйĕр тăвас тата ял хуçалăхĕпе çыхăннă приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ыйтусене ытларах тимлет вăл. Депутат тăрăшнипе федераллă бюджетран Чăваш ен валли пысăк суммăлăх укçа-тенкĕ уйăрнă. Чи çамрăк депутатсенчен пĕри иккен вăл. Хăйне шаннă суйлавçăсемпе тăтăшах тĕл пулать.
Тăвай районĕнче пурăнакансем те унăн пулăшăвĕ витĕмлĕ пулнине туяççĕ. Кĕрше ялĕнче Вăта юханшывĕ урлă кĕпер тунă Павел Владимирович тимлĕх уйăрнипе. Районти ватăсемпе тĕл пулнă вăл иртнĕ çул, ветерансен канашне вунă пин тенкĕ укçа панă. Тушкилте пурăнакан çамрăксем каçсерен культура çуртĕнче П.Семенов панă музыка центрĕпе тĕрлĕ кĕвĕ итлесе тата ташласа савăнаççĕ. Чылай çынна харпăр хăй ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ. Енĕш Нăрваш ялне те пушăлла килмен Павел Владимирович. Вăл вĕренекенсене 10 мăшăр пластик йĕлтĕр пачĕ, физкультурăпа спортпа яланах туслă пулма, пĕлÿ тĕнчинче малта утма сунчĕ. “Ача çулталăкĕнче çамрăксене кăшт та пулин савăнăç кÿме питĕ кăмăллă. Эпир, ас-лисем, сирĕн çутă пуласлăхшăн тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерме хатĕр”, – терĕ сумлă хăна.
Çавăн пекех П.Семенов Шупашкарти хăйĕн йышăну пÿлĕмĕнче суйлавçăсене яланах кĕтни пирки пĕлтерчĕ. Тăвай районĕнче унăн шаннă çынни ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке. Павел Владимирович саккăрмĕш класра вĕренекен Д.Романова çуралнă кунĕпе парне парса хавхалантарчĕ. Вунпĕрмĕшĕнчи О.Илларионована районти, республикăри олимпиадăсенче лай-ăх пĕлÿпе палăрнăшăн стена çине çакмалли сехет пачĕ.
Оксана ултă предметпа малти вырăнсене тухнă районта. Вăл хăйне çавнашкал пысăк чыс тунăшăн тав турĕ, малашне те лайăх вĕренме пулчĕ.
Çакăн хыççăн район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ. П.Семенова Тăвай ене килме вăхăт тупнăшăн, республика, рай-он интересĕсене тăтăшах хÿтĕленĕшĕн тав турĕ. Николай Ильич районта пурăнакансен ĕçĕхĕлĕ пирки чарăнса тăчĕ, депутат тивĕçĕсене малашне те çÿллĕ шайра пурнăçлама сунчĕ хăнана.
Унтан Енĕш Нăрвашри шкул директорĕ О.Ярмулин пысăк парнешĕн – Тав хучĕ, ялти историпе мемориал музейĕн директорĕ В.Петров “Енĕш Нăрваш историйĕ” ятлă кĕнеке пачĕç РФ Патша-лăх Думин депутатне.
Юлашкинчен Павел Владимирович ялти музей ĕçĕпе интересленнĕ, экспонатсемпе паллашнă.
Çакăн хыççăн Шупашкар хăни Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула çул тытрĕ, унти вĕренекенсемпе тĕл пулнă, вĕсене 10 пин тенкĕ укçа, ялта пурăнакан икĕ çынна çуралнă кунĕсемпе парне панă.
Тăрмăш ялĕнче ветеран-спортсменсем волейболла выляса район кубокне илессишĕн тупăшнă çав кун. Унта тăрмăшсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Канаш ху-линчисемпе пуянкассисем пайланă, тăваттăмĕшĕнче – тăвайсем. П.Семенов районти волейболистсем мĕнле вылянипе те паллашнă, сывă пурнăç нормине малашне те пропагандăлама сĕннĕ.
А.НИКИТИНА. Сăн ÿкерчĕксенче: Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти тĕл пулу саманчĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"