Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх – тухăç никĕсĕ

20 февраля 2007 г.

“Красная Чувашия” колхоз çуллен япăх мар тĕштырă çитĕнтерет. Иртнĕ çул та вăтамран гектар пуçне 19 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Тухăç вăрлăх хуçалăхĕнчен нумай килет. Вĕт паха вăрлăх тухăç никĕсĕ шутланать. Вăрлăх хатĕрлессине вара кунта яланах тимлĕхре тытаççĕ. Иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ хуçалăх йĕтемĕнче куллен тырă сортлакан машина сасси тăрать. Ăна Николай Димитриев опытлă машиновед ĕçлеттерет.

Вăл пиллĕкмĕш çул машиноведра тăрăшать. Александра Лукина, Людмила Скороходова, Татьяна Пурш, Мария Герасимова, Николай Петровпа Петр Алекесеев рабочисем кун сиктермесĕр сортлама тухаççĕ. Вăрлăх тасатнă çĕрте ĕçлекенсемех çуракипе вырма ĕçĕсене те хастар хутшăнаççĕ. “Çураки çитсен кăна арçынсем пирĕнтен сеяльщике тараççĕ”, – шÿтлеççĕ тырă сортлакан хĕрарăмсем. Сăмах-юмах çыпăçать вĕсен, шÿт-пÿте те ухата. Кăмăлпа тăрăшнăран ĕç те кал-кал пырать складра. Кунсерен 6-7 тонна вăрлăх хушăнать. Çуракинче акмалли урпа вăрлăхне йăлтах йĕркене кĕртсе çитернĕ. Çак эрнере сĕлĕ алласа пĕтереççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика