Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

23 апреля 2020 г.

Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

Галина Федоровна Степанова Енĕш Нăрваш шкулĕнче 2000 çултанпа ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Унччен 13 çул пуçламăш классен ачисене пĕлÿ тĕнчинче малтанхи утăмсем тума пулăшнă. 5 çул шкул директорĕнче, 8 çул унăн çумĕнче вăй хунă. Анчах чун-чĕри чăвашлăх еннех туртать. Ачасене тăван чĕлхене, литературăна, тăван халăхăн ырă йăли-йĕр-кисене упрама, малалла аталантарса пыма вĕрентме пĕтĕм вăй-халне парать.

Уроксем хыççăн та вĕренекенсемпе нумай ĕçлет. Олимпиадăсене, ăслăлăх конференцийĕсене, конкурссемпе фестивальсене хатĕрленеççĕ. Çакă вара ырă çимĕçĕсемпе савăнтарать. Çулленех муниципалитет тапхăрĕнче иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче унăн вĕренекенĕсем тарăн пĕлĕвĕпе анлă тавракурăмне кăтартаççĕ, республикăри тупăшура та чи маттуррисен ретĕнче куратăн вĕсене.

Тĕслĕхрен, «Упрар тăван чĕлхемĕ-ре» ораторсен муниципалитет шайĕнчи конкурсра тата «Çеçпĕл çеçкисем» фестивальте Регина Лукина 2-мĕш, Анастасия Павлова 1-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. «Манăн чи-чи...» республикăри фестивальте Мария Павлова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Тата вăлах чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе регионсен хушшинчи интернет-олимпиадăра призерсен йышне кĕчĕ.

Çапла 33 çул çитет Галина Федоровна кун-çулне шкул ĕçĕпе çыхăнтарнăранпа. Ырă кăмăллă та сăпайлăскере ял-йышра хисеплеççĕ. Общество ĕçĕнче те пуçарулăхне кăтартать вăл. «Хăй пултаруллăран вĕренекенĕсем те маттур»,—теççĕ ĕçтешĕсем Г.Степанова вĕрентекен çинчен. Кăçал «Районти чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ вăл, Тăвай ен чысне Шупашкара кайса ăнăçлă хÿтĕлерĕ.

Пушă вăхăтра вулама, çыхма кăмăллать. Чун киленĕçĕ вара — сăвăсем шăрçаласси. Иртнĕ çул чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă республика шайĕнчи «Утатпăр Çеçпĕл çулĕпе» сăвăсен конкурсĕнче Г.Ф.Степанова иккĕмĕш вырăна тухнă. «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» интернет-конкурсра, «Чăвашла янăратăр уяв» сценарисен конкурсĕнче, регонсем хушшинчи «Хавхалану» фестивальте призерсен йышне кĕме пултарнă.

«Хальлĕхе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçейме-рĕм-ха, апла пулсан малалла ĕçлеме тĕллев пур тесе шутлатăп, ачасен çи- тĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп вара»,— тет Галина Федоровна вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика