05 октября 2018 г.
Пĕтĕм тĕнчери аслă ăрури çынсен кунĕпе пуçланчĕ ку эрне. Районти пур коллективра та паллă турĕç асăннă уява. Хăйсем патĕнче нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене чĕнсе илсе коллективсен çĕнĕлĕхĕсемпе ÿсĕмĕсем, ĕмĕт-тĕллевĕсем пирки каласа кăтартрĕç. Ветерансен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕç, пĕчĕк парнесемпе малашлăха шанса пурăнма хавхалантарчĕç. Аслăраххисем патне килĕсене кайса саламлакансем те пулчĕç.
-Аслă ăрури çынсене çулĕ-сем пирки аса илтермелли кун мар ку. Асанне-кукамайсене, асатте-кукаçисене, атте-аннесене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, пенсионерсене пирĕн район экономикине аталантарассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕшĕн, пысăк опытшăн, кăмăллăхшăн, тĕрĕслĕхшĕн ăшă сăмахсем каламалли кун. Эсир хăвăр ĕçĕрпе çĕршывпа общество никĕсне çирĕплетме пулăшнă. Тăвай енре пурăнакан аслă ăрури кашни çынна уяв ячĕпе саламлатăп, пурне те çутă малашлăх сунатăп. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, ан чирлĕр, - тесе ырă суннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке.
Тăвай енри клубсен системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем те район центрĕн-чи культура çуртне пухăннă юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче. Хăйсем пĕçернĕ-хатĕрленĕ юр-варпа çавра сĕтеле пуянлатнă вĕсем.
Клуб системин директорĕ А.Алексеева, ăшă сăмахсем каласа уçнă уява. Йыхрава йышăннăшăн тав тунă пурне те.
Район администрацийĕн пуç- лăхĕ В.Ванерке, Тăвай ял тăрăхĕн ертÿçи Н.Сормов, Чăваш республикин культу-рин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Александрова, культурăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă В.Ашмарина, Енĕш Нăрвашран килнĕ Юрий Палладиевичпа Мая Дмитриевна Арестовсем тата ялти ветерансен канашĕн председателĕ З.Герасимова, Л.Михайлова учительница, ыттисем тетухса калаçнă хаваслă уявра, культурăра ĕçлесе пурнăçран уйрăлса кайнисене те ырăпа аса илнĕ пухăннисем.
Калаçнă май залра юрă-ташă кĕвви янăранă, халь тăрăшакан культура ĕçченĕсем, районти ветерансен хорĕ, ансамбльсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа саланнă юлашкинчен ĕç ветеранĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"