22 декабря 2017 г.
Чăваш наци музейĕнче регионсем хушшинчи “Çĕршыв ырлăхĕшĕн” ятлă курав ĕçлеме пуçланă. Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевпа унăн юлташĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн пĕрремĕш выпускникĕ Александр Владимирович Жиркевич пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă ăна. Ку курав валли экспонатсем тĕрлĕ музейсенчен пухнă.
Районти краеведени музейĕ ак, Иван Яковлевич Яковлев 1903 çулта уçнă Тăвай ялĕнчи икĕ класлă шкул макетне панă. Кунта шкул пĕтернине çирĕплетекен свидетельствăсем 1905-1972 çулсенче 2268 вĕренекен илнĕ. Асăннă макета 1994 çулта Лачкассинчи Алексей Семенович Семенов тунă. Çакăншăн ăна тав тăватпăр.
Çавăн пекех Чĕмпĕрти шкул выпускникĕн тата Енĕш Нăрваш шкулĕнчи пĕрремĕш учителĕн Моисей Тимофеевич Тимофеевăн П.М.Меркурьев художник ÿкернĕ портретне панă та Тăвайри халăх музейĕ.
Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕ вара республикăри курава тăватă картина тăратнă. Пĕрин çинче Иван Яковлевич Яковлев яла килнине сăнланă, ăна та Енĕш Нăрвашри Павел Меркурьевич Меркурьев ÿкернĕ. Асăннă экспонатсене “Çĕршыв ырлăхĕшĕн” курав ĕçленĕ вăхăтчен кăна панă Чăваш наци музейне. Эпир вĕсене Чăваш наци музейĕ- нчи семинара кайсан асăрхарăмăр, ытти куракансем те кăмăлланă иккен тăвайсен экспоначĕсене. Куравра документлă материалсем, япаласем, сăн ÿкерчĕксем нумай. Чылайăшне Александр Жиркевич Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи музей директорĕ-нче ĕçленĕ чухне пухнă иккен. Вăл шкултан вĕренсе тухнисемпе çыру çÿретнĕ, Чĕмпĕ-рти чăваш шкулĕн историйĕпе паллаштаракан материалсем чылай пухнă.
1927 çулта пухнă материалсене пурне те Чăваш Ен тĕп музейне панă. Шăпах вĕсемпе асăннă курав ĕçлессине йĕркеленĕ чухне усă курнă.
2018 çул - чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çулталăкĕ. Эпир тепĕр çул вăл çуралнăранпа 170 çул çитнине уявлатпăр. Тăвайри краеведени халăх музейĕнче Иван Яковлевич ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан материалсем сахал мар. Музее килекенсем вĕсемпе паллашма пултараççĕ, сире хапăлласах кĕтетпĕр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"