Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕртăван Никитинсен ячĕпе

06 октября 2017 г.

“Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акци пырать халĕ шăпах. Çавăнпа пур çĕрте те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ, ăмăртусем ирттереççĕ. “Халăха физкультурăпа тата спортпа тăтăшах хутшăнтарас енĕпе Чăваш Ен Раççей регионĕсен пĕрремĕш теçеткине кĕрет. “Физкультура тата массăллă спорт” çул-йĕр енĕпе республика Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чăваш Енре пурăнакансем спортпа туслашма яланах хатĕр, вĕсем ăна чăннипех юратаççĕ. Ку ырă туртăма малалла та пулăшса пымалла, çамрăксен чунĕнче вăй илтермелле”, - тенĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та.
Тăвай енри коллективсем те айккинче юлмарĕç ку енĕпе. “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ-пе Енĕш Нăрвашри вăтам шкул вĕренекенсене савăнтарма килĕшрĕç. Хаваслă чупăва Енĕш Нăрвашри пĕртăван Никитинсене халалларĕç.
...Юратса сăнатăп та сăнатăп умри сăн ÿкерчĕксене. Хура куçлă, илĕртÿллĕ мăйăхлă, çÿхе туталлă, çÿçĕсене пĕрешкел тураса хунă иккĕшĕ те. Пĕр-пĕринчен тÿрех уйăрма çук вĕсене, йĕкрешсем тейĕн. Çук, пĕр кунта çуралман Николай Васильевичпа Василий Васильевич.
Малтанхи тепринчен пилĕк çул аслăрах. Районта Николай Никитина пĕлмен çын сахал пулĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ вăл. Обществăлла ĕçсенче активлăхпа палăрнă, çуллахи кану кунĕсенче тăван хуçалăха, тĕрлĕ ĕç туса, пулăшнă. Саккăрмĕш класс хыççăн Çĕрпÿри совхоз-техникумра пĕлĕвне ÿстерме пуçăннă. Алла диплом илсен Николай Васильевич Элпуçĕ-нчи вăтам шкулта ачасене ĕçе юратма вĕрентнĕ. Çак тапхăрта салтак ретне тăма вăхăт çитнĕ. Кунта та пуçаруллă пулнă вăл, “За боевые заслуги” медальпе чысланă ăна.
Çартан таврăнсан, 1982- 1984 çулсенче Сăхăтпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли, Тушкилти вăтам шкулсенче çамрăксемпе ĕçленĕ. Хавхалануллă пулнăшăн Николай Васильевича кĕçех Тăвайри ВЛКСМ райкомĕн пай заведующине куçараççĕ. 1986 çулта вара ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйлаççĕ. Тепĕр çултанах вăл ВЛКСМ обкомĕн инструкторĕнче ĕçлеме тивĕçлĕ пулать.
Спорт тата оборонăпа халăх ĕçĕсен, каярахпа коммерци уйрăмĕсен заведующийĕсенче вăй хурать. Чăваш Республикинчи “Спутник” ĕç бюровĕн ертсе пыракан специалистĕнче тăрăшма тÿр килнĕ каярахпа Н.Никитина. Ĕçленĕ вăхăтра заочно майпа Чăваш ялхуçалăх академийĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Тĕрлĕ наградисене асăнса та пĕтереймĕпĕр.
Николай Васильевич 1999 çултанпа предпринимательте тăрăшать. Хăйĕн офис пур. Чăваш халăхĕ ĕçчен, ывăнма пĕлмен çынна хăвăрт асăрхать, нумаях пулмасть ăна Тăвай районĕн ентешлĕхне ертсе пыма шаннă.
2002 çултанпа тăван шкулĕ-нче çăмăл атлетсен ăмăртăвне ирттерет. Районта 20 çул ытла юлташне, Артем Егорова асăнса футбол турнирĕ йĕркелет. Мăшăрĕпе хĕрĕ, Иринăпа Алиса Николаевнасем, аслă пĕлÿ-ллĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ.
Николай Васильевичăн иккĕмĕш шăллĕне ашшĕн ятне панă. Шел, Василий Васильевич пирки пĕтĕмпех иртнĕ вăхăтра çырма тивет. Вăл тăхăр уйăх каялла çутă тĕнчерен сасартăк уйрăлса кайрĕ. Пурнăçĕн кĕске тапхăрĕнче, 51 çул хушшинче, чылай ырă ĕç тума ĕлкĕрнĕ.
Шкулта аван паллăсемпе кăна туслă пулнă. Вĕрентекенĕ-сене - А.Майраслована, Арестовсене, В.Петрова, Г.Иванована, А.Ефимована, О.Терехована тата ыттисене тăтăшах ырăпа аса илетчĕ В.Никитин пурăннă чухне.
Вăтам пĕлÿ илсен ăна салтака илеççĕ, Германире службăра тăнă. Ку çĕршывра хĕсметре тăнисен районти уйрăмĕн председательне пулăшнă вăл. Ялти музейре çакăн пирки пĕлтерекен кĕтес те пур. Унăн ашшĕ, Василий Никитич тата шăллĕ, Александр Васильевич та служба çулĕсене Германинче ирттернĕ.
Тăван яла таврăнсан “Красная Чувашия” колхозра электрикра ĕçленĕ, ашшĕне пулăшнă. Сăн ÿкерчĕксем тума кăмăллаканскере районти “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцине хапăлласах йышăннă 1985 çулта. Çемьеленнĕ, мăшăрĕпе 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ.
Вырăнти пичет кăларăмне хатĕрлеме 31 çул хутшăннă çын хисепе тивĕçлĕ ĕнтĕ. Кашниех пултараймасть пĕр вырăнта çавăн чухлĕ ĕçлеме. Çĕнĕ мелпе кăларма тытăнсан пичетленĕ статьясемпе информацисене хаçат страницисем çине компьютерпа вырнаçтарнă ?верстка/ вăл. Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнче заочно майпа вĕреннĕ В.Никитин кайран Мускаври курсра пĕлĕвне ÿстернĕ.
Раççейĕн информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулнă. Анчах ырă чĕри вăхăтсăр тапма чарăннипе çак наградăна илсе ĕлкĕреймен хаçатçă, ăна мăшăрне панă.
-Çуртри подъезда кĕме-ссерен Василий Васильевич аса килет. Çын кĕрсенех электролампочкăна хăйех çутакан, тухса кайсан сÿнтерекен оборудованисем кашни хутрах лартса хăварчĕ. Паянхи кунччен йĕркеллĕ ĕçлеççĕ, ытти çуртсенчи пек çĕрĕпе çунса лармасть пирĕн подъездсенче электроçутă, - аса илеççĕ халь унăн кÿршисем.
-Пĕрмай сарайĕнче кăштăртататчĕ, выльăхĕсене, чăх-чĕ-пне вăхăтра апатлатчĕ, тасататчĕ, - теççĕ теприсем.
-28 çул каялла илнĕ мотоциклне паянхи кунччен тивĕçлĕ шайра чуптаратчĕ.
-Енĕш Нăрваш пĕвинче пулă тытма талăкра виçĕ хутчен те кайса килетчĕ пулĕ, - вăл вăлтапах пысăк карпсем çаклатнине халĕ те манмаççĕ юлташĕсем.
-Кукаçи ăçта; - ыйтаççĕ йĕкреш мăнуксем.
-Хаçат кăларнă чухне статьясен тексчĕсене те компьютерпа çапса пулăшатчĕ, ахаль лармастчĕ, - кулленех тенĕ пек ун пирки калаçу пуçараççĕ ĕçтешĕсем. Вăл ырă тунă ытти çынсен шухăшĕсене тата тăсма пулать. “Тепĕр 50 çул пурăнмаллаччĕ Василий Васильевичăн”, - тесе пĕтĕмлетер кăна кĕскен.
Ăна халалласа мăшăрĕ çĕнĕ кĕнеке кăларчĕ нумаях пулмасть, вил тăприйĕ çине иртнĕ ытларикун та кайса килнĕ вăл, чĕрĕ чечексем лартса хăварнă...
Николай Васильевич вара хăй 15 çул каялла Енĕш Нăрвашри шкулта ирттерме пуçланă чупăва, Василий шăллĕн ятне кĕртсе, пĕртăвансене халалланă турнир йĕркелеме сĕннĕ, ăмăртусен спонсорĕ пулнă.
Çапла вара çÿлерех асăннă кун Николайпа Василий чупса-утса çÿренĕ, выляса ÿснĕ Шăрчăккассинче ?кунта паллă çынсем - художниксем, артист тата ытти те çуралнă/ шăплăх хусакалчĕ кăнтăрла çитеспе.
Уяв пуçланас умĕн вăтам шкулти Владимир Владимировпа Олег Ярмулин учительсем чылай чупкаларĕç, дистанцие хатĕрлерĕç, Хисеп грамотисем çырчĕç тата ытти те.
Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕ Валерий Ильин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров, Германире службăра тăнисен ассоциацийĕн районти ертÿçи Владимир Петров, “Ял ĕçченĕ” хаçат журналисчĕ, Василий Васильевичăн мăшăрĕ Альбина Никитина тата ыттисем маларах çырнă ăшă сăмахсене каларĕç. Николай Васильевича çăмăл мар ĕçĕнче - çитĕнÿсем, Василий Васильевича лăпкă çывăрма сунчĕç.
Вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри старта тухрĕç, чи кĕçĕннисенчен пуçласа вун- пĕрмĕш классем таранчченех чупрĕç ялти чи илĕртÿллĕ вырăнта.
Асăннă ăмăртура малтанхи виçĕ вырăна тухнă вĕренекенсене медальсемпе Хисеп грамотисем, парнесем параççĕ. Ÿсĕмсенчи çĕнтерÿ-çĕсене “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ пичет кăларăмне 2018 çулта ултă уйăх хушши илсе тăма çырăнса парать.
Никитинсен çемйисем хăйсен çывăх çыннисене çавнашкал сума сунисене пурне те тав тăваççĕ, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика