10 ноября 2017 г.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе çыхăнтарса Енĕш Нăрвашри историпе асăну халăх музейĕ умĕнче ятарлă чул палăк уçнă. Чул палăка Енĕш Нăрваш ял историйĕпе çыхăнтарнă. Чулне Нăрвашри хăйăр карьерĕнчен илсе килнĕ, вăл хăйне майлă калăпланă палăк евĕрлех. Чул палăк çине “село Яншихово-Норваши основано в 1563 г.” тесе çырса хунă.
Мероприятие Енĕш Нăрвашри шкул ачисемпе учительсем йышлăн хутшăннă. Асăну чулĕ музея кĕнĕ çĕртре вырнаçнă, юнашарах ял историйĕпе, хресчен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă уçă пĕлĕт айĕнчи тĕрлĕ экспонатсен куравĕ. Кунта _ ампарăн тимĕр алăкĕ, выльăхсене шăваракан пысăк такана, ура таппиллĕ хăйра, юман хÿме, кил хуçалăхри ĕлĕкхи тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем тата ытти те.
“Халăхсен уявĕнче ятарлă чул палăк уçни район, ял историйĕшĕн пысăк пулăм. Вăл çамрăксенче патриотлăх туйăмне çĕклет”,_ палăртнă хăйĕн сăмахĕнче музей заведующийĕ Владимир Петров. Шкул ачисем чул палăк умне чечексем хунă, асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ.