01 декабря 2017 г.
Çемье ăшши – акă вăл тĕп пуянлăх кашни ачашăн. Юратакан кил-йышра пурăнма та кăмăллă, кĕтекен çĕре таврăнас та килет. Шăпах çакнашкал çемье пурăнать те Енĕш Нăрваш ялĕнче – нумай ачаллă Михайловсен кил-йышĕ.
Çак çемьере халĕ 6 ача çитĕ-нет, аслă хĕрĕ 19 çулта, вăл Хусанта, истори пĕлĕвĕ илет, 3-мĕш курсра вĕренет. Унран кĕçĕнреххи вара Канаш хулинче, транспортпа энергетика техникумĕнче, çавăн пекех 3-мĕш курсра ăс пухать. Чи кĕçĕнни ача садĕнче кăна-ха, ыттисем вара шкулта. Спортра та, пултарулăхра та, вĕренÿре те ĕлкĕ- рсе пыраççĕ маттурскерсем. Вĕсене пурне те усрава илнĕ. Владимирпа Светлана Михайловсен хăйсен те пĕр ывăл пур. Леонид 28 çулта, çемьеллĕ, Мускавра пурăнать. Шăпах вăл хистенипе ашшĕпе амăшĕ ача усрава илме шут тытнă. Паянхи кун тĕлне Леонидăн 2 шăллăмпа 4 йăмăк. Светлана Николаевна палăртнă тăрăх, вĕсен ачисем пĕр-пĕрне пĕртăван пекех йышăнаççĕ. Килĕнче яланах тăванлăх туйăмĕ, ăшăлăх хуçаланать.
Тĕрлĕ ашшĕллĕ тата амăшĕ-ллĕ ачасене пĕр çунат айне пуçтарса çемье ăшши парнелеме пĕрре те çăмăл мар. Владимирпа Светлана Михайловсем калама çук пысăк та ырă ĕç тăваççĕ. Ачасене воспитани панă чух вĕсем чи малтан юрату парнелеççĕ, унтан юратма та вĕрентеççĕ. «Çакă кăна ăшă туйăмсем çуратма пултарать», - пытармасăр каларĕ Светлана Николаевна.
Çакна та палăртмалла, Михайловсен ачисем пурте чăвашла калаçаççĕ. Усрава илнĕ чухне вĕсенчен пĕри те чĕлхемĕре пĕлмен. Апла пулин те, хăйсен юратнă ашшĕ-пе амăшĕ пулма пултарнă çынсен тăван чĕлхине ăша хывнă, вĕреннĕ, калаçма хăнăхнă. Халĕ чи кĕçĕнни те хаваспах юратнă çыннисен чĕлхине ăса хывать. «Тап-таса та калаçма пултараççĕ. Чăваш чĕлхине питĕ хăвăрт вĕренчĕç», - тет Светлана Николаевна.
Маттур çемье пур енĕпе те хастар. Вĕсем кăçал пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри чи лайăх çемье» конкурсăн район тапхăрĕнче мала тухнă. Тĕрĕссипе каласан, çакнашкал çитĕнÿ Михайловсен пухмачĕнче пĕрремĕш мар. 2014 çулта вĕсем асăннă конкурсăн республика шайĕнче иртнĕ тапхăрĕнче «Ĕç çемйи» номинацире çĕнтернĕ пулнă.
Район е суйлав тапхăрĕ куçăн мар майпа иртнĕ. Конкурса хутшăнас текенсем сăн ÿкерчĕксен альбомне хатĕ-рленĕ, унта çемье пурнăçне тĕплĕн уçса панă. Урăхла каласан, вăл кил-йыш портфолиовĕ пек пулать. Тăвайĕнче ăна пăхса тухнă, чи пахи тесе йышăннă, çавăнпа та Шупашкара ярса панă. Маттурсене хаклă парнепе тата дипломсемпе чысланă. «2014 çулта эпир хамăр çемье ĕçпе туслă пулнине кăтартрăмăр пулсан, хальхинче сăн ÿкерчĕксем пирĕн пултарулăха тата ÿнере юратнине сăнларĕç. Альбомĕсене ачасем хăйсемех хатĕрлерĕç. Çак ĕçе хавхаланса пурнăçланине те калас килет», - пĕлтерчĕ нумай ача амăшĕ Светлана Михайлова.
Хаклав критерийĕсем, номинацисем нумай пулин те, Михайловсем республика шайĕ-нчи конкурсра мала тухасшăн, тăван çемье, район тата Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕ-леме те хирĕç мар.
Источник: "Ял ĕçченĕ"