16 декабря 2016 г.
Наталья Петровна Евдокимова ятне районта чылайăшĕ астăвать пулĕ-ха? Тăвай районĕн гербне туса хатĕрленĕ чухне ятарлă конкурс ирттернĕччĕ, унта вара Енĕш Нăрваш хĕрĕ Н.Евдокимова ỹкерсе хатĕрленĕ ĕç çĕнтерỹçĕ пулса тăнăччĕ.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, Наталья Евдокимова Канашри педагогика колледжĕ хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх педуниверситечĕн художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Канаш хулинче дизайнер пулса ĕçленĕ, халĕ вара Мускаври пĕр предприятие ĕçе вырнаçнă.
Нумаях пулмасть Наталья Петровна Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче пулчĕ, хăй çырса хатĕрленĕ "Лук", "Зима", "Утки" ятлă виçĕ картинине музее парнелерĕ. Çавăн чухне сăпайлă пике хăй "Санкт-Петербургри искусствăсен эрни" конкурса хутшăнни çинчен кĕскен каласа пачĕ. Конкурс çулла Санкт-Петербургри художниксен Союзĕн курав центрĕнче иртнĕ. Унăн ячĕ - "Ку чухнехи искусствăн Пĕтĕм Тĕнчери IХ выставка-конкурсĕ". Н.П.Евдокимова та "Пĕтĕм тĕнчери абстрактлă тата авангардри искусство конкурсĕ" темăпа "Фантази" номинацире - "Медитация" конкурслă ĕç тăратнă. Сумлă та авторитетлă жюри Наталья Петровнан ĕçне 1-мĕш вырăн çĕнсе илни çинчен ĕнентерекен Дипломпа чысланă. Асăннă конкурса пурĕ 9 çĕршывран - Раççейрен, Украинăран, Белоруссирен, Казахстанран, Италирен, Эстонирен, Германирен, Иранран, Латвирен - пурĕ 982 ĕç тăратнă пулнă. Çавăн пек сумлă конкурсра Енĕш Нăрваш хĕрĕ маларах асăннă номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илни, паллах, çав тери пысăк çитĕнỹ, эпир унпа мухтанатпăр. Малашне те ăнăçусем сунатпăр.
В.ПЕТРОВ, Енĕш Нăрваш музейĕн заведующийĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Н.П.Евдокимова хăйĕн "Утки" картинине музее парнеленĕ самант.
Источник: "Ял ĕçченĕ"