21 июня 2016 г.
Енĕш Нăрвашра 1995 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла вилнĕ е хыпарсăр çухалнă, çĕнтерỹпе таврăннă ентешсене асăнса "Çĕнтерỹçĕ-салтак" палăк-стела лартнă. Ял администрацийĕн тата воин-интернационалистсен канашĕн килĕшĕвĕпе малтанхи палăк (1965 çулта уçнă ăна) ĕмĕрне малалла тăсма йышăннă. Тĕпрен юсанă. Хура мрамор плита вырнаçтарнă. унта салтак силуэчĕ, "Слава воинам-интернационалистам, исполнившим служебный долг во имя мира на земле за пределами Отечества" тесе çырса хунă. Аяларах воин-интернационалистсен сăн ỹкерчĕкĕсем.
Енĕш Нăрваш каччисем ăçта кăна хăйсен çар тивĕçне пурнăçламан-ши? Афганистанра, Германире, Австрире, Венгрире, Югославире, Польшăра, Болгарире, Кубăра, Монголире, Китайра, Суданра, Эфиопире.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.А.Егоров воин-интернационалистсем хăрушă вăрçă çулăмне сирсе ярас тесе хăйсен гражданла тивĕçне чыслăн пурнăçлани çинчен чарăнса тăчĕ.
Германире çар тивĕçне пурнăçланă воинсен республикăри Ассоциацийĕн Тăвай тăрăхĕнчи уйрăмĕн ертỹçи В.В.Петров çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре палăк уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Ялти чиркỹ пачăшки Георгий Петров епископ (çар тивĕçне Германире пурнăçланă) тухса калаçрĕ, палăка çветить турĕ. Çакнашкал палăк районта пĕрремĕш пулнишĕн мăнаçланмалла пирĕн", - терĕ. Тухса калаçакансем хушшинче отставкăри подполковник В.И.Ефимов та пулчĕ. Çар службин вăхăтне Германире, Чехословакинче ирттернĕ. Ашшĕ, Илья Ефимович, вăрçăра пуçне хунă. Ялта "вĕри точкăсенче" службăра тăнисене сума суса палăк уçнине ырларĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ М.С.Иванов, райадминистрацин пай пуçлăхĕ Н.Ю.Чайкина нăрвашсем çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрни çинчен чарăнса тăчĕç.
Çав кун шкул ачисемпе учительсем, ял халăхĕ, воин-интернационалистсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Палăк умĕнче - хисеплĕ караул. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ, сывлăша "ракетăсем" çĕкленчĕç.
Савăнăçлă самантра ялти салтак-ветерансене "Воин-интернационалист", "Ветеран ГСЗГ", "60 лет Варшавскому договору" асăну медалĕсем парса чысланă. Комсомольски районĕнчи çар тивĕçне Германире пурнăçланисен пĕр ушкăнĕ палăк уçма хутшăнчĕ, ялти историпе асăну музейĕпе паллашрĕ. Нăрвашсен пуçарулăхне ырласа тав сăмахĕсем каларĕç.
В.ПЕТРОВ.
Енĕш Нăрваш ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"