Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи тухăçа пухаççĕ

29 августа 2016 г.

Кăçалхи тухăçа пухаççĕ

Ĕнерхи кун тĕлне 50 гектар кĕрхи тулă çапса илнĕ "Красная Чувашия" ял хуçалăх производство кооперативĕ. Кашни гектарĕ вăтамран 25 центнертан кая мар тухăç панă. Ытти лаптăксем те сумлă тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ енĕшнăрвашсем. Ахальтен-и районти комисси çуркуннех хуçалăх калчисене пысăк хак панăччĕ - I степеньлĕ дипломпа палăртнăччĕ. "Вектор" комбайнпа Анатолий Сергеевич Лазаревпа Дмитрий Валерьевич Семенов ылмашăнса ĕçлеççĕ. Уйран тырă кĕнĕ май, хуçалăхăн йĕтемĕнче те ĕç пырать - кунта çĕнĕ тырра тасатса типтерлеççĕ.

Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлессипе те аван ĕçлеççĕ енĕшнăрвашсем - пурĕ 350 гектар çĕре кăпкалатма ĕлкĕрнĕ.

Паллах, выльăх-чĕрлĕх те тимлĕхсĕр юлмасть. Мăйракаллă шултра выльăхсене хĕл каçарма хуçалăхра ку вăхăт тĕлне 300 тонна утă тата 350 тонна сенаж хатĕрлесе хунă. Выльăх апачĕн хисепне малалла та хушса пыма тимлеççĕ.

Н.КРАСНОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: тырă пуссинче - "Вектор" комбайн тата унпа ĕçлекен Сергей Лазарев.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика