Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çĕре те ĕлкĕрет

09 августа 2016 г.

Пур çĕре те ĕлкĕрет

Валентина Павловна Никитина - Красноармейски хĕрĕ. Шупашкарти медицина училищинче шăл лартакан технолог профессине илнĕ, направленипе Тăвайри тĕп больницăна килнĕ. Унтанпа 34 çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çак хушăра миçе çынран тав сăмахĕ илтмен-ши вăл? Шăлсем çирĕп пулни сывлăх çинче палăрать, сăн-пит те, кулă та илемлĕ.

Пушă вăхăтра вара харсăр медсестра "Ял ĕçченĕ" хаçата тытать. Район хыпарçипе 28 çул ытла туслă вăл. Турă çырнипе, Алексей Павловичпа, Тăвайĕнче паллашнă. Çемьеллĕ пулса 2 хĕр пăхса ỹстернĕ, иккĕшне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Халĕ виçĕ мăнукпа савăнаççĕ. Вĕсенчен йĕкĕрешсем те пур, пурте - хĕрачасем. Енĕш Нăрвашран Тăвайне ĕçе çỹреççĕ Никитинсем. Алексей Павлович та кунта водительте тăрăшать. Ялта кил хуçалăхĕ çирĕп вĕсен, тĕрлĕ выльăх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ.

Ĕç кунĕ 7 сехет çурăра пуçланать. Çав вăхăтчен мăшăрĕпе килти ĕçсене туса хăварма ĕлкĕреççĕ.

Тухтăр патне килекен çынсене регистратурăра йышăнать кăнтăрлаччен, унтан шăл лартакан кабинета васкать. Анатолий Иванович Игнатьев врачпа нумайранпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Вăл та халăх хушшинче пысăк хисепре.

Сăн ỹкерчĕкре: Валентина Никитина ĕç вăхăтĕнче.

Е.ШИБАЛОВ сăн ỹкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика