Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăвай пики – 2013” конкурсра

19 марта 2013 г.

Районти культурăпа кану центрĕнче эрне кун ларма вырăн юлманччĕ. “Снежанна, эпир санпа. Алена, эсĕ маттур”, – çавнашкал плакатсем вулама пулатчĕ залра. Вĕсене тупăшăва хутшăнакансене хавхалантарма илсе килнĕ ĕнтĕ тăванĕсем.
Хĕрсен чиперлĕхне уçса пама пулăшакан “Мисс Россия”, “Мисс Европа”, “Мисс Азия”, Мисс мира”, Мисс Чувашия” ятлă конкурссем пулаççĕ халь тăтăшах. Хуласемпе районсенче те йĕркелеççĕ ăна.
Тăвай ялĕнче пурăнакан Алиса Королева студентка “Чăваш пики–2010” конкурсра çĕнтернĕ хыççăн пирĕн районта та çулленех ирттерме пуçларĕç асăннă мероприятие. “Тăвай пики– 2012” ята Анжела Илларионова илнĕччĕ. Кăçал кама тивĕçĕ çак сум?
Чаршав уçăлнă хыççăн сцена çинче сакăр хĕре асăрхарăмăр. Вĕсене сăнанă май К.Ивановăн “Нарспи” поэминчи йĕркесем пуçра вĕçсе иртрĕç: “Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм, хирти сарă чечек пек, икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек”.
Чăваш пики ытти халăх хĕрĕсенчен ăсĕпе, сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе уйрăлса тăрать.
Снежанна Николаева (Йăнтăрчă ял тăрăхĕ) Тăвайри вăтам шкулта вĕренет. Юрра-ташша ăста, ÿкерчĕксем тума юратать. Яваплă, хаваслă çынпа калаçма кăмăллать.
Елена Шашкова (Тĕмер) Кармалта пурăнать, Тĕмерти вăтам шкулта лайăх паллăсемпе вĕренет. Фортепианăпа вылять, биологипе хими предмечĕсене ытларах тимлĕх уйăрать. Хăйсен çемйине хаклать.
Анжела Никифорова (Элпуç) – Ураскасси хĕрĕ. Вăл спортпа туслă. Пурнăçа юратать, хăйĕн амăшĕпе ашшĕне, Алинăпа Владимир Никифоровсене, пысăка хурса хаклать. Вĕсем пекех пултаруллă, ĕçчен, ырă кăмăллă пуласшăн.
Наталия Лукина (Тăрмăш) культура училищинче, хореографи уйрăмĕнче вĕренет. Туслăха хисеплет. Чечек çыххи парнелекен, пирус туртман, эрех ĕçмен каччăсемпе калаçма пултарать.
Елена Сергеева (Мучар) хĕл кунĕсене юратать. Мучарти шкулта пĕлÿ пухать. “Юрă – маншăн чун уççи”, – тет вăл.
Алена Карсакова (Тăвай) районти “Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăри” ĕçсене йĕркелесе пырать. Вăл пурнăçра телейлĕ пуласшăн. Чăнлăха, тĕрĕслĕхе мала хуракан çепĕç пике.
Ольга Иванова (Енĕш Нăрваш) Канашри иккĕмĕш номерлĕ училищĕре вĕренсе “повар-кондитер” специальноçа алла илнĕ. Халь тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çÿрет.
Татьяна Константинова (Çĕнĕ Пуянкасси) И.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка уйрăмĕнче пĕлÿ пухать. Юрлама юратать. Юрату, килĕшекен ĕç, çемье, юлташсем – уншăн чи хакли.
Конкурса сакăр ял тăрăхĕнчи 16–24 çулсенчи хĕрсем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухмалла пулчĕ вĕсен.
Малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, компьютер презентацийĕсене те аван тунă чиперккесем. Пĕринчен тепри лайăхрах юрларĕç тата. Харпăр хăй апат-çимĕçне мĕнле хатĕрленине каласа кăтартрĕç. Качча каймалли шурă кĕпесем хăйсем çинче еплерех ĕлккен курăннине сцена çине тухсах паллаштарчĕç пикесем. Наци тумĕпе те илĕртÿллĕ пулчĕç вĕсем. “Шăнкăр–шăнкăр теветне хулпуççи урлă ярать. Хĕрлĕ пурçăн тутăрне хĕрле çавăрса çыхать”, – çÿлерех асăннă поэмăри çак йĕркесем пуçа килчĕç хальхинче.
Жюри конкурса хутшăнакансене çирĕп хакларĕ. Пикесем сцена çинче мĕнле тыткаланине, чăвашла таса калаçнине, кĕписен илемне тата ыттине шута илчĕ.
“Тăвай пики–2013” хисеплĕ ята Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнчи Татьяна Константинова илме тивĕçлĕ пулчĕ. “Вице – Тăвай пики–2013” – Тăрмăшри Наталия Лукина. Снежанна Николаева (”Пултаруллă пике”), Елена Шашкова (”Хастар пике”), Анжела Никифорова (”Куракансем кăмăлланă пике”), Елена Сергеева (”Çепĕç пике”), Алена Карсакова (”Хÿхĕм пике”), Ольга Иванова (”Ăслă пике”) ятсене çĕнсе илчĕç.
Конкурса хутшăннисене çакăн хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ, мероприятие ирттерме пулăшнисене (”Информедиа” РПК, “АККОНД” акционерсен обществин, “Аксар” студин директорĕсене – Эдуард Максимова, Валерий Иванова, Алексей Иванова) Хисеп грамотисем пачĕ. Çавăн пекех Александр Хумышев предпринимателе, Канаш хулинчи “Лидер” суту-илÿ çуртĕнчи виççĕмĕш хутра вырнаçнă туй кĕписен “Натали” ятлă салонĕнче ĕçлекенсене, район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн начальникне Н.Чайкинана тав тăваççĕ тăвайсем. Хĕрсене республикăри конкурсра “Чăваш пики–2010” титула çĕнсе илнĕ Алиса Королева, “Тăвай пики– 2012” ята тивĕçлĕ пулнă Анжела Илларионова, спонсорсем, пĕлĕшĕсем, тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕ малашлăхра ăнăçу, çирĕп сывлăх, юрату, телей сунчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика